Пĕтĕм чăваш диктанчĕ- 2024

Пĕтĕм  чăваш диктанчĕ- 2024

2024-мĕш çулхи  ака  уйăхĕн  24-мĕшĕнче  Чăваш  чĕлхи кунне, Раççей  Федерацийĕн  Çемье  çулталăкне, Чăваш  Республикин   Экологи  культурипе  çут  çанталăка перекетлес  çулталăкне  халалланă  «Пĕтĕм  чăваш диктанчĕ- 2024» вĕренÿ  акцийĕ  иртрĕ. Кашни  çулах  Чупайри  тĕп  шкулта  вĕренекенсем  Пĕтĕм  чăваш  диктантне   çырма хастар  хутшăнаççĕ.  Паян  та, ака  уйăхĕн  24-мĕшĕнче,  шкулта  Пĕтĕм  чăваш  диктантне  çыртăмăр. Вĕренекенсене  диктант  çырма  пуçличчен  директор  çумĕ  Любовь  Алексеевна  илемлĕ,  ăшă  сăмахсемпе уяв  ячĕпе  саламларĕ, ăнăçу  сунчĕ. Диктант  «Чăваш  вăрманĕ»  ятлă.  Чăваш  халăхĕн  паллă  çыравçи  Çемен  Элкер  хайланă  текст тăрăх  йĕркеленĕ  диктант пурин  кăмăлне  те  кайрĕ. «Диктант тексчĕ  питĕ  кăмăла  кайрĕ. Пысăк  хавхаланупа  çыртăмăр. Лайăх  паллăсем   пуласса  шанатпăр,» - ăшшăн  пĕлтереççĕ  шкул  ачисем.